Пуш уйăхĕн улттăмĕшĕнче Малти Ишекри В.П.Петров ( Праски Витти) ячĕллĕ вăтам шкулта „ Чăваш пики – 2020 ‘ конкурс иртрĕ . Пуян та тулли программăпа кĕтсе илчĕ шкул библиотекрĕ Григорьева Н.Н. чипер пикесене. Конкурса 4 – 9 класс хĕрĕсем ват асаттесен йăлипе , ăшă кăмăлпа виçĕнсе сар çу пек çемçе , пыл пек тутлă чĕлхемĕрпе пĕтĕм чĕре ăшшине парнелесе курма килне хăнасене, ашшĕ – амăшĕсене саламларĕç.
Акă ăçта иккен вăл чăн - чăн тупăшу . 4 класс хĕр пĕрчисем хăйсем маттуррине 9 класс хĕрĕсемпе пĕр тан тупăшса çирĕплетрĕç . Вĕсем юрăра , ташăра , юмахра пĕр – пĕринпе тĕл пулчĕç . Малти Ишексем çепĕç те илемлĕ, кăмăллă та тараватлă хĕрсем пуллнипе чăннипех мухтанма пултарчĕç . Конкурс вĕçĕнче хăйсен ăсталăхне чăваш апатне пĕçерме пултарнипе тĕлĕнтерчĕç. Мĕн кăна хатĕрлемен пулĕ вĕсем : чăваш чăкăчĕ, хуплу, кукăль, çăкăр,хуран кукли.
Телее кашни çын хăйне май ăнланать.Пĕри – сăнпа илемлĕ пулнипе телейлĕ.Тепри- мул, пуянлăх пуррипе мухтанать.Паянхи конкурса хутшăннă пикесем те телейлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем чăн чăваш пикисем!Тавах сире , пикесем, сывлăхлă пулăр !
Конкурса хутшшăннă пикесен ячĕсем: Никитина Яна ( 4 класс ),Петрова Вика( 4 класс ) , Лукина Карина ( 5 класс) , Емельянова Владлена ( 6 класс) ,Давыдова Аня ( 7 класс ) , Лукина Даша (8 класс) ,Федорова Таня ( 9 класс) ,Матвеева Даша ( 9 класс)